Е . Семенова. Чулкаса - сул уса

Хальхи пурнăçра курăмлă улшăнусем пулса иртеççĕ. Енчен те иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки вунă çуллăхĕн пуçламăшĕнче ачасене хăйсен ялĕсенчен ятарлă автобуспа турттарасси пирки малтанах сăмах та пулман пулсан, 2011 çул тĕлне «Чăваш Ен ачисем» республика, «Раççей ачисем» федераци программисем палăртнă ачалăха сыхламалли программăсен шайĕсенче района та 15 автобуспа тĕрлĕ ялсенчен шкул çулне çитнĕ ачасене база шкулĕсене илсе çÿреме пуçларĕç.

Анчах пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене те вĕсене çывăх ялсенчен шкула та, шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне илсе çÿреме автобуссем кирлĕ. Çакна шута илсе Чулкасри шкула капиталлă юсав тунă, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн автобус уйăрса панă. «Мерседес» мар та, анчах шкула çуран е рейс автобусĕсемпе çÿренĕскерсем ăна çав ята панă. Халĕ кунта кашни кун - ирпе те, кăнтăрла та Анаткас ялĕнчен шкула 12, ача-пăча садне 2 ача çÿреççĕ. Çĕнĕ Мăнтăртан вара - 9 шкул ачи, ача садне çÿрекен - 1 ача.

Çакăн пек май туса панăшăн ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне тав тăваççĕ. Автобус октябрĕн 15-мĕшĕнче çÿреме тытăннă.