Пĕтĕм Раççей олимпиадин çĕнтерÿçисем

 

11.02.2011
"Урмарская районная газета"
АУ Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрл

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсенчи ачасем регионсем хушшинче ирттерекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене кашни çулах активлă хутшăнаççĕ. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче асăннă олимпиадăсене хутшăнса 15 призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Технологи предмечĕпе Н.Егорова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) , А.Гафитуллин (Шăхаль шкулĕ) виççĕмĕш, биологипе С.Викторов (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) иккĕмĕш, Ю.Васильева (Пысăк Енккасси шкулĕ) иккĕмĕш, Т.Петрова, Ю.Тимофеева (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) виççĕмĕш, А.Иванова (Пинер шкулĕ) виççĕмĕш, çавăн пекех экологи предмечĕпе те виççĕмĕш, тăван ен культурин предмечĕпе Э.Иванова (Чулкас шкулĕ) иккĕмĕш, историпе А.Горбунова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) виççĕмĕш, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предмечĕпе А.Романов (Пысăк Енккасси шкулĕ) виççĕмĕш, вырăс литературипе А.Горбунова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) иккĕмĕш, Э.Иванова (Чулкас шкулĕ) виççĕмĕш, чăваш чĕлхипе литература предмечĕпе Т.Димитриева, Р.Васильева (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.